Ял пурнӑҫӗ
![]() Кивӗ Элпуҫ арҫыннисем ӗҫре хастар Шӑп та лӑп эрне каялла, иртнӗ вырсарникун, Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ял тӑрӑхӗнче экологи вырсарникунлӑхне ирттернӗ. Малтанхи кун каҫхине ял старостисемпе хастарсем ыран урама тирпейлеме тухмалла тесе килсерен ҫӳренӗ. Тепӗр кунне, ирхи тӑххӑрта, пӗрин хыҫҫӑн тепри урама тухнӑ. Кам михӗ илсе тухнӑ, кам — карҫинкка. Кивӗ Элпуҫра 50 ҫын ӗҫе кар тӑрса тухнӑ. Пурте усӑ куракан вырӑнсене тирпейлекенсен ҫумне хӑйсен килӗ умне тасатакансене хушсан йыш тата пысӑкрах пулнӑ. Вырсарникунлӑха ҫамрӑксемпе утмӑлтан иртнӗ арҫынсем уйрӑмах хастар хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Ҫынсем темиҫе сехетре 4 прицеплӑх пуҫтарнӑ. Ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн ял старостине суйламалли пуху ирттернӗ. Староста пулма пултарать тесе ҫынсем Андрей Моисеева суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ял тӑрӑхӗнче ял халӑхӗ ваттисен уявӗ умӗн ялсенчи масарсене тирпейлерӗ. Халӗ тавралӑха тирпейлессипе тимлеҫҫӗ. Штанашра тата Упӑкушкӑнь ялӗнче вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк та, монумент та, Совет Союзӗн Паттӑрӗ Алексей Романович Логинов ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫинче асӑну хӑми пур, ун ячӗпе хисепленекен парк тата урам пур. Упӑкушкӑнь пульници пулнӑ пахчара 1948 ҫулта вилнӗ вӑрҫӑ ветеранӗн, таврари халӑха трахома чирӗнчен тӗппипех сыватнӑ тухтӑрӑн Федор Ефимович Тайковӑн вилтӑприйӗ ҫинче палӑк пур. Паян Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Штанашри палӑк тавра тирпейлеме тытӑнчӗҫ. Ку палӑка Штанашри Коннов Иван Николаевич — пӗрремӗш ракетчик вырӑнти материалтан ӑсталанӑ, вӑтам шкул ачисем ӑна куллен пулӑшнӑ. Палӑка 1970 ҫултах хута янӑ, 45 ҫул хушши юрлӑ-тӑманлӑ, ҫил-тӑвӑллӑ, ҫумӑрлӑ, шӑрӑх ҫанталӑка паттӑррӑн чӑтса ларать палӑк, ӑна юсама ҫӑмӑлах мар, салтаксен ячӗсенчи саспаллисем те ҫухала пуҫлаҫҫӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн, ҫапах та палӑка ҫулленех тирпей-илем кӳме тӑрӑшать вырӑнти халӑх. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ӗлӗк чӑвашсем пӗр-пӗрне нимелле пулӑшнӑ. Пӗрле кар тӑрса ҫурт ҫӗкленӗ, ытти ӗҫе те пурнӑҫланӑ. Тӗрӗссипе, нимелле пулӑшасси паянхи кун та пур. Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче арҫынсем ахаль лармаҫҫӗ — пӗрле пухӑнса ялшӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Уйкас Кипек масарӗ ҫинче валли пӗлтӗр ҫӗр лаптӑкне пысӑклатнӑ-мӗн. Ытти ҫӗрти пекех унта ҫурт пур. Хӗлле сивӗ, унта ӑшӑнма меллӗ. Уйкаскипексем унта халӗ ҫӗнӗ ҫурт лартасшӑн. Ку ӗҫе ял старости Василий Осипов йӗркелесе пырать. Ял халӑхӗ пӗр шухӑшлӑ пулса укҫа пухма калаҫса татӑлнӑ. Унпа пура валли пӗрене туяннӑ. Ӑна нимелле пураланӑ. Василий Осипов, Владимир Смирнов, Сергей Никифоров, Алексей Шоркин, Василий Петров, Алексей Шоркин тата ыттисем вӑхӑтне шеллемесӗр пура ӑсталаҫҫӗ. Ӗҫе кӑштахран вӗҫлеҫҫӗ те ӗнтӗ. Ҫимӗкчен нумай вӑхӑт юлман-ҫке. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗре «Сударушка» алӗҫ кружокне ҫӳрекенсем чӑваш чӗлхи эрнине палӑртнӑ. Вӗсем хӑйсен пӗр занятине чӑваш классикне, поэтне Константин Иванова халалланӑ. Куржока ҫӳрекенсем К.Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуланӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Раиса Герасимова «Константин Иванов еткерлӗхӗ» темӑпа калаҫу ирттернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл вулавӑша пухӑннисене «Иванов Константин Васильевич. Пурнӑҫӗнчи тата пултарулӑхӗнчи тӗп датӑсем» тесе ҫырнине парнеленӗ. Кӑҫалхи ҫулшӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Иванова та хутшӑннӑ. Вӑл кружока ҫӳрекенсене Георги хӑйӑвне парнеленӗ, Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине уявламалли планпа паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Тӑвай районӗнчи Тушкилти драма кружокӗн членӗсем пӗринче савӑнӑҫлӑ каҫ ирттернӗ. Программӑна Елена Тюдюкина «А я все летала», «За четыре моря», «Цунами» юрӑсемпе уҫнӑ. Клуб заведующийӗ Н. Георгиева хӑйсен кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Унтан вырӑнтисем А. Чабановӑн «Вӗлтӗрен кайӑкӗ» камитне кӑтартнӑ. Курма халӑх нумай пухӑннӑ. Вылякансем чӑн-чӑн артистсенчен пӗрре те кая мар тесе хакланӑ ентешӗсене ял ҫыннисем. О. Максимовапа Л. Григорьева Анук инкен качча кайнӑ, хулара пурӑнакан хӗрӗсен Мариҫпе Таиҫ сӑнарӗсене ӑста калӑпланӑ. Н. Цыгановапа А. Васильев каччӑпа хӗр сӑнарӗсемпе пурнӑҫри чи илемлӗ юратӑва кӑтартса пама пултарнӑ. Куракансем кӑмӑллӑ юлни тӑвӑллӑн алӑ ҫупнинченех курӑнчӗ тесе пӗлтерет асӑннӑ районти «Ял ӗҫченӗ» хаҫат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ялти ҫӗнӗ клуб Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Малти Ункӑпуҫ ялӗнче пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра чылай ҫӗрте клубсем хупӑннӑ чухне вӗсем патӗнче ҫӗнни ҫӗкленсе ларнӑ. Ҫӗнӗ клуб уяв ирттермелли уҫланкӑра вырнаҫнӑ-мӗн. Ҫӗнӗскер 80 вырӑнлӑ пулӗ. Унта, паллах, сцена та, артистсен пӳлӗмӗ те пур. Вячеслав Семенов бригадир клуб сваисене пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче лартнине пӗлтернӗ. Халӗ мачча, урай сармалла, алӑксем лартмалла-мӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӗп строительство ӗҫӗсене тепӗр эрнерен вӗҫлесшӗн. Ялти ҫӗнӗ клубпа юнашарах — ҫуллахи сцена, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене халалласа лартнӑ палӑк, спорт лапамӗ. Малтиункӑпуҫсем ҫӗнӗ культура ҫурчӗ ҫӗкленнине ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() 55 ҫул пӗрле пурӑнакан Платоновсем Ӗмӗр ӗмӗрлесси уй урлӑ каҫӑсси мар теҫҫӗ те… Вун-вун ҫул каялла пӗрлешнӗ ҫынсем пӗрре те ӳпкелешмеҫҫӗ, ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстернӗшӗн нихӑҫан та кулянмаҫҫӗ. Вӗсем — ӳсекен ӑрушӑн тӗслӗх. Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнче пурӑнакан Александр Куприяновичпа Нина Федоровна Платоновсем изумруд туя паллӑ тунӑ. Мӑшӑр пӗрле 55 ҫул пурӑнать. Александр Куприянович 1934 ҫулта Туҫа ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗсен 6 арҫын ача ӳснӗ. 1953 ҫулта Александр Куприяновича ҫара илнӗ. Унтан ӗмӗр тӑршшӗпех «Звезда» колхозра конюхра, платникре ӗҫленӗ. Нина Федоровнӑпа вӗсем пӗр урамра ӳснӗ, пӗр шкулта вӗреннӗ. Александр Куприяновича хӗрӗн вӑрӑм ҫивӗчӗ, хура куҫӗ илӗртнӗ. Шкултах куҫ хывнӑ вӑл ӑна. Ҫавӑнтанпа вӑл унран куҫ вӗҫертмен, ҫемье ҫавӑрнӑ вӗсем, паянхи кунччен тӗрӗс-тӗкел пурӑнать мӑшӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Яманакра ҫӗнӗ палӑк тӑваҫҫӗ Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫӗнӗ обелиск тума пуҫланӑ. Унччен пулни кивелнӗ те ун вырӑнне ҫӗннине купалас тенӗ. Ӗҫе районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Святослав Иванов тата «Красное Сормово» тулли мар яваплӑ общество ертсе пырать иккен. Обелиска Вячеслав Семенов, Алексей Данилов тата Юрий Иванов хӑпартаҫҫӗ. Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса ҫӗнӗрен палӑк лартнине Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче вилнине асра тытас тенипе сӑлтавлаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине вӑл енчи виҫӗ ялтан — Яманакран, Ешкилтрен, Ҫирӗклӗрен 258 ҫын тухса кайнӑ. Каялла 141-шӗ кӑна таврӑннӑ, ыттисем пурте вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине кӗтсе илме Кӗҫӗн Шетмӗ тӑрӑхӗнче пӗр ветеран та хутшӑнаймӗ — паянхи кун тӗлне вӗсем пурте леш тӗнчене кайма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Колешша ялӗнче шыва темрен ытла хаклаҫҫӗ. Вӗсем паянхи кун та шыва кӗвентепе йӑтаҫҫӗ. Ҫӑлӗ вара вӗсен пӗрре ҫеҫ. Вӑл та пулин 1 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Централизациленӗ шыв пирки кунти халӑх 5 ҫул ӗмӗтленет. Республика программине кӗме май килмен вӗсен. Ялта 113 кил, унта 300 ытла ҫын пурӑнать. Кунта ӗмӗрӗпех шыв пулман-мӗн. Унччен кашни килтех ҫӑл пулнӑ, анчах 2010 ҫулхи шӑрӑха пула вӗсем типсе ларнӑ-мӗн. Ҫуркунне вара ҫӑл патне утма чӗр нуша: лачакаллӑ, шывлӑ… Хӑшӗ-пӗрин шыв патне кунне 20–25 хут та утма тивет. Пушар тухсан та хӑрушӑ. Пушарнӑйсен шыв илме Шоркка ялне кайма тивет. Вӑл 3 ҫухрӑм аякра. Халӑх шыв ыйтӑвне пухусенчен пӗрре мар ҫӗкленӗ. 2010 ҫулта проект та хатӗрленӗ, вӑл патшалӑх тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Ун чухне кашни килтен 1500 тенкӗ те пухнӑ. Анчах колешшасем республика программине ҫавах лекеймен. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ патне те кайнӑ. Хальлӗхе хурав ҫук. Унтан Д.Медведевӑн общество приемнӑйне хут ҫитернӗ. Хурав килнӗ, проект тупӑннӑ. 2014 ҫулта ЧР Строительство министерствине заявка панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]()
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Красноаормейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи вулавӑшра ачасем «Шӑнкӑрти Шетмӗ тӑрӑхӗ» историпе экологи ҫулҫӳревне кайнӑ. Ӑна Трак тӑрӑхӗ 85 ҫул тултарнине халалланӑ. Вӑйӑра станцисем тӑрӑх каймалла пулнӑ. Кашни станцире ачасем ыйтусене хуравланӑ. Чи хастаррисемпе маттуррисем пӗчӗк парнесене тивӗҫнӗ. Ачасем ҫак мероприятире Кӗҫӗн Шетмӗ тӑрӑхӗнче сахал мар пултаруллӑ ҫын ӳснине пӗлнӗ. Вӗсем хӑйсен тӑрӑхӗн ятне ҫӳлтен ҫӳле хӑпартнӑ. Мероприяти вӗҫӗнче ачасем «Чӑваш Енри пӗчӗк юханшывсем» видеофильм курнӑ. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |